Паян Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ Валерий Андреев 60 ҫул тултарнӑ. Тӗрӗссипе вӑл хӑшӗсемшӗн ҫеҫ, тен, студентсемшӗн кӑна та пулӗ, ректор пулнипе паллӑ-тӑр. Чылайӑшӗ ӑна самай урӑхларах пӗлет. Вӑл — Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ, министр тилхепине икӗ хутчен тытса пынӑ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ.
Валерий Андреев Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас Патӑръяль ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ.
Сулмаклӑ утӑмпа утмӑла ҫирӗппӗн ҫитнӗ ҫын пирки чылай каласа кӑтартма пулать. Ӗҫ вырӑнӗсене асӑнма, наградисене. Слесарьтен икӗ хут министра ҫитнӗскерӗн тӗп енӗ — таса чунлӑх. Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫырнӑ тӑрӑх, хӑй ертсе пыракан коллективсенче Валерий Андреев хӑйне мӑнна хуманнипе, ӗмӗтсӗрлӗх ҫуккипе, ултавсӑрлӑхпа палӑрса тӑнӑ. Паян та вӑл ҫаплах.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем уй-хирте малалла тимлеҫҫӗ. Паян вӗсем ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ, ҫӗр улми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗрхисене акассипе те аграрисем ҫине тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑра 99,7 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 95 проценчӗ пулать. Сӑмах май, ҫулталӑк каяллахи ҫак кун 64 пин гектар е 61 процент кӑна акнӑ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче планпа пӑхнинчен 22 процент ирттерсе акнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 2,4 процент, Муркаш районӗнче — 1,6 процент. Етӗрне, Йӗпреҫ, Елчӗк районӗсем те плана тултарнӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫӗр лаптӑкне урӑхла тӗллевпе усӑ курма йышӑннӑ. Кунта сӑмах 7,5 гектар ҫинчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 12 ҫӗр лаптӑкӗ пирки пырать. Малашне ун ҫинче акса-лартма пӑрахӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Йышӑну проекчӗпе республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайлов паллаштарнӑ.
Муркаш районӗнче 0,3 гектар ҫӗр демонстраципе курав лапамӗ йӗркелеме кирлӗ пулса тухнӑ. Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи пурӗ 1,6 гектар йышӑнакан 9 лаптӑкра «Альметьевск – Горький-3» нефть пӑрӑхне тытса тӑма ҫӗр кирлӗ пулса тухнӑ. Етӗрне районӗнчи 3,6 гектар ҫӗре муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫул сарма тата ӑна тытса тӑма усӑ курасшӑн. Тӑвай районӗнче ҫӑва валли ҫӗр уйӑрнӑ. Ӑна валли 2 гектар пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче хӗрсе кайсах хӑмла татаҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынипе Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Борис Марков тата АПК аталанӑвӗн тата муниципалитет харпӑрлӑхӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Татьяна Степанова паллашнӑ.
Хӑмла плантацийӗнче ҫум курӑк та ӳсмест, ретсене кӑпкалатсах тӑнӑ, удобрени сапнӑ. Хӑмла татакан ҫынсене вӗри апатпа та сӑйлаҫҫӗ.
Каласа хӑвармалла: Чӑваш Енре хӑмлана алӑ вӗҫҫӗн пуҫтараҫҫӗ: ултӑ метр тӑршшӗ хунава касса прицеп ҫине тиеҫҫӗ те комбайн патне илсе каяҫҫӗ.
Ӳсӗрле руль умне ларнипе Чӑваш Енри тата тепӗр депутат пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Хальхинче — Элӗк районӗнчи Ураскилт ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
45-ри арҫын хӗрӗнкӗ пуҫпа унччен те руль умне ларнӑ. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна административлӑ майпа айӑпласа 10 талӑклӑха хупса лартнӑ. Ҫулталӑк иртсен вӑл каллех ӳсӗрле ҫакланнӑ. Хальхинче 45-ри ҫав арҫын мопедпа ӳсӗрле ҫула тухнӑ. Халӗ ӑна пуҫиле майпах явап тыттарасшӑн. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ.
Иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнчи 58 ҫулти депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Вӑл та ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Ҫапла майпа хайхи ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ, ӑна ун чухне явап тыттарнӑ. Ҫамрӑк мар арҫын пӗрех тӑна кӗмен курӑнать.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть ача уйлӑхӗсене тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем уйлӑхсенчи кӑлтӑксем пирки асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Прокурорсем Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный», Канаш районӗнчи «Космонавт» тата Ҫӗмӗрле хулинчи «Соснячок» уйлӑхсене ҫитнӗ.
«Звездный» уйлӑхри хӑш-пӗр пӳлӗмре ачасем пӗр пӳлӗмре 5-6-ӑн хӗсӗнсе ҫывӑрнине палӑртнӑ. Пӳлӗмсем пысӑк мартан пӗр пӳлӗмре ун чухлӗ ача пурӑнни йӗркеллӗ мар. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑк шутӗнче столовӑйӑн яри уҫӑ тӑракан алӑкне шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑпа карманнине асӑннӑ. «Космонавт» уйлӑхра кил хушшинчи ал ҫумаллисене ҫутӑпа ӗҫлекен е хут алшӑллипе тивӗҫтерменнине асӑннӑ. Унти поварӑн, кухня ӗҫченӗн, вожатӑйсен тата ишме вӗрентекен инструкторӑн професси пӗлӗвне илнӗ тата аттестациленнӗ вӑхӑчӗ тухнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ каллекх ӳсӗрле руль умне ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем 58 ҫулти ҫак ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутат хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларни пирки полицейскисене систерекен тупӑннӑ. Ҫул инспекторӗсем машинӑна чарма хӑтланнӑ, анчах руль умӗнчи вӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Малтан — машинӑпа, кайран автомобильтен тухса тарма пикеннӗ. Анчах коллективлӑ пахча территорийӗнче пакунлисем ӑна тытса чарнах.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче те депутат ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне ҫакланнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен пирки ӑна малтан 30 пин тенкӗ штраф шаплаттарнӑ тата руль умне 1,7 ҫул ларма чарнӑ.
Депутат пуҫтахланнине ҫывӑх вӑхӑтра судра тишкерӗҫ.
Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет рекламӑшӑн ята кӗнӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи , Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи темиҫе ял тӑрӑхӗ хӑйсен сайчӗсенче реклама шутланакан хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта «Атӑл» хӑна ҫурчӗ, «Россельхозбанк» акционерсен обществи, «Росгосстрах» страхлакан компанипе ҫыхӑннӑ хыпарсем пирки сӑмах пырать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел, Йӗкӗрвар, Ҫырмапуҫ, Иккӗмӗш Вӑрманкасси тата Вӑрнарпа Элӗк районӗсен администрацийӗсен сайтӗнче маларах эпир асӑннӑ организацисене рекламӑлакан хыпар лартнӑ. Ҫавӑ Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать.
Монополипе кӗрешекенсем реклама шутланакан хыпарсене сайтсенчен кӑларма хушнӑ.
Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ.
Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус.
Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |